В Баймашкинском СДК проведено мероприятие "Мухтанăр тăван чěлхепе!"

В Баймашкинском СДК проведено мероприятие "Мухтанăр тăван чěлхепе!"

«Чăваш чěлхи… пирěншěн вăл асаттесен пехилě, асаннесен кěлли, пирěншěн вăл вăрман сулхăнě, тăп-тăрă  çăлкуç шывě, пирěншěн вăл чěре таппи, чун хавалěн чи ачаш хусканăвěсем, пирěншěн вăл пурнăç….»   Геннадий Волков.

Ака уйăхěн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм  Чăваш  республики чăваш чĕлхи кунне уявлать. Эпир 1993-мĕш çултан  пуçласа  кашни çул  Чăваш наци кунне уявлатпăр. Ăна ахальтен мар  ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш  çырулăхне  йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă.

Чӑваш чӗлхи – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн чечекӗ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫапла ҫырса хăварнă: «Туссем, тӑвансем, ытарайми чӑваш ҫыннисем! Мӗн ӗмӗрӗм тӑршшӗпех чунӑмпа, чӗремпе ҫунса пурӑнтӑм сирӗншӗн. Ан манӑр, астуса тӑрӑр ҫакна! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхинчен ютшӑнмасан, халӑх кӑмӑлӗ пӗтӗмпех сирӗн аллӑрта пулӗ!» «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет» - ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă.  Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. Пурнăçра – пĕр анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси –пирĕн тивĕç.

Тĕнчери халăхăн тăван чĕлхе кунĕнче пур чĕлхе те пĕр тан тесе йышăннă. Мĕншĕн тесен тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, сумлă та телейлĕ малашлăхĕ. Тăван чĕлхе – тăван халăхăн иксĕлми çăл куçĕ. Раççей – нумай нациллĕ патшалăх. Кашни нацин хăйне евĕр культура, истори, йăла-йĕрке, паллах, тăван чĕлхе те. 130 ытла чĕлхепе калаçаççĕ пирĕн çĕр-шывра. Чĕлхе çыннăн ăс-тăнне йĕркелет. Чĕлхене пĕлни çыннăн тавра курăмне майлаштарма,  çĕр-шывăн культурине тарăн курма пулăшать. Чăваш чěлхи кунне паллă тăвас тесе   Серенкассинчи культура çуртěнче ака уйăхěн 23-мěшěнче  «Мухтанăр тăван чěлхепе» ятлă мероприяти ирттертěмěр. Ăна тăван чĕлхе пĕлтерĕшне çĕклес, ачасенче наци мăнаçлăхне, ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарас, тимлĕ пулма вĕрентес,  И.Я.Яковлев чăваш халăхĕшĕн чăн-чăн улăп пулнине ăнланса илме пулăшас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр. Мероприятине хутшăнакансем чăваш халăхне çутта кăларакан, çӗнӗ чăваш çырулăхне йӗркелесе яракан И.Я.Яковлевăн ӗçӗ-хӗлӗпе, чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе паллашрӗç. Ачасем тăван чӗлхе çинчен сăвăсем, янăратрӗç, тӗрлӗ ыйтусем çине хуравларӗç. Вăйă-викторина ирттертĕмĕр. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсем килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç. Питĕ интереслĕ иртсе кайрĕ паянхи мероприяти, ачасене кăмăла кайрĕ.  Тăван ене тивĕçлĕ пулас тесен пирĕн ун культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине хисеплеме упрама тăрăшмалла.

«Чăвашшăн чăваш – чи хаклă юлташ, чăвашшăн чăваш-тăван хурăнташ! Çакна ăнлансассăн, çакна ěненсен, кашни ыр чăваш çакăнпа килěшсен, пиртен   чěрě халăх, пиртен вăйлă халăх, пиртен аслă халăх пулмасть çěр çинче!» - текен шухăшпа вěçлес килет юлашкинчен.