Тĕп библиотекăн кĕнекепе тивĕçтермелли пайĕнче «Халă сăмахлăхĕн пуянлăхĕ» кĕнекесен куравĕ

Тĕп библиотекăн кĕнекепе тивĕçтермелли пайĕнче «Халă сăмахлăхĕн пуянлăхĕ» кĕнекесен куравĕ

Чăвашăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ тетпĕр. Халăхăн кулленхи калаçăвĕнче темĕн чухлĕ юмах-халап, сăвă-юрă хайланать. Вĕсем çынран çынна, сыпăкран сыпăка куçаççĕ, ĕнчĕ пек хаклă хайлавсем пулса тăраççĕ. Вĕсенче халăх кун-çулĕ, йăли-йĕрки, шухăш-ĕмĕчĕ, кăмăлĕ палăрса юлать. Нацилĕхе упрас ыйту çивĕчленнĕ тапхăрта халăх сăмахлăхĕн пĕлтерĕшĕ сисĕнмеллех ÿсрĕ, ăс-хакăлăн çирĕп никĕсĕ пулса тăчĕ. Эпир ытларах та ытларах хамăр авалхи ырă йăла-йĕркене пĕлме тăрăшатпăр, асаттесен еткерĕпе анлăрах усă куратпăр. Халăх сăмахлăхне пуçтарнă кĕнекесем те юлашки вăхăтра ытларах пичетленсе тухрĕç. Хамăр Хĕрлĕ Чутай районĕн сăмахлăхне, юрри-ташшине аталантарас тесе çулсеренех «Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем» фольклор фестивалĕ иртет. Çавна май районти вулавăшра тăрăшакансем те халăх сăмахлăхне пухса хатĕрлеме пулăшаççĕ, тĕрлĕ вăйă-уявпа юрăсен пуххине хатĕрлеççĕ, курав хатĕрлесе халăх патне çитереççĕ. Тĕп библиотекăн кĕнекепе тивĕçтермелли пайĕнче «Халă сăмахлăхĕн пуянлăхĕ» кĕнекесен куравĕ ĕçлет. Унпа чăваш халăх сăмахлăхĕпе интересленекенсем пырса паллашма пултараççĕ. Пурне те кĕтетпĕр.



11 декабря 2019
16:25
Поделиться