Елена Чубайкина библиотекарь Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен ачасемпе «Чечеклӗ яшлӑх ӗмӗре» кӗнекен куравне ирттерчӗ

Чӑваш чӗлхипе литература эрни пынӑ май Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа Ял тӑрӑхӗсем хушшинчи тӗп вулавӑшра ӗҫлекен Елена Чубайкина библиотекарь Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен ачасемпе «Чечеклӗ яшлӑх ӗмӗре» кӗнекен куравне ирттерчӗ. Кӗнекене Владимир Савинкин пухса хатӗрленӗ, Хӗрлӗ Чутайсен Чӑваш Республикинчи «Чавал» ентешлӗхӗ обществӑлла организаци йӗркеленнӗренпе 25 ҫул тата Петӗр Ялкир сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӗнеке ячӗ валли Петӗр Ялкир сӑввинчи йӗркесене илнӗ. Унта Петӗр Ялкир премийӗн лауреачӗсемпе паллаштарнине тата вӗсен сӑввисене кӗртнӗ: Зоя Сывлӑмпи, Лариса Петрова, Леонид Волков, Оксана Коракова, Зоя Спиридонова. Ачасем поэтсен биографийӗпе паллашнисӗр пуҫне вӗсен сӑввисене те вуларӗҫ.