«Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» литературӑпа краеведени сехечӗ

Тӑван чӗлхе – атте ӑс-пуҫӗ,
Тӑван чӗлхе – анне сасси.
Тӑван чӗлхесӗр шалкӑм хуҫӗ,
Тӑван чӗлхе вӑл – пуласси.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ – Чӑваш чӗлхи кунӗ. Паянхи кун мӗнпур чӑваш ҫак пысӑк уява паллӑ тӑвать. Чӑваш чӗлхи пуян та илемлӗ, янӑравлӑ та ҫепӗҫ, паха та асамлӑ. Вӑл чӑваш юрри пек янӑравлӑ та кӗвӗллӗ, унпа чуна ачашлама е амантма, ҫӗклеме е ӳкерме, хавхалантарма пулать. Атте-анне чӗлхи – пирӗн тӑван чӗлхе. Тӑван сӑмах, тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ. Унӑн паянхи кунӗ, малашлӑхӗ. Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Ял тӑрӑхӗсем хушшинчи тӗп библиотекӑн ӗҫченӗ Елена Чубайкина Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта 1 А тата 3 В классенче вӗренекенсемпе «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» ятпа литературӑпа краеведени сехечӗ ирттерчӗ. Ачасене тӑван чӗлхене юратса вӗренме хавхалантарчӗ, чӗлхе илемӗпе пуянлӑхне туйма вӗрентрӗ. Шкул ачисем тӑван чӗлхене халалланӑ сӑвӑсене тата Иван Яковлев калавӗсене вуларӗҫ.